Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Н (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Науккӑ — 1) Етем йӑхӗ мӗн авалтанпа вӗренсе пырса пӗлни; 2) пӗр-пӗр ыйту ҫинчен ҫистемӑна кӳртнӗ вӗрентӳ (маттематтиккӑ, метитсинӑ т. ы.)
Наукиӑлла сотсиалисӑм — Маркҫисӑм сӑмаха пӑх.
Наисуҫ — Кӗнеке ҫине пӑхмасӑр, астуса тӑнӑ тӑрӑх тӗрӗс калани.
Нахталин — Ҫӗр кӑмрӑкӗ смалинчен тӑвакан шурӑ, йур майлӑ йапала, емелсем тунӑ ҫӗрӗ, йе йапалана кӗве ҫийесрен сапмашкӑн кайать.
Направлени — Паллӑ йенлӗ йухӑм, сӑмахран: литтераттурӑн реалисӑмла направлени — пӗр вӑхӑтра темиҫе писсаттӗл, хӑйсен вӑхӑтӗнчи литтераттурӑри тратитсисене пӑрахса, реалисӑмла ҫырма тапратсан, вӗсен ӗҫӗ ӑнса пырсан, литтераттурӑ историйӗнче палӑрса йулсан — вӗсен вӑхӑтӗнчи литтераттурӑна реалисӑм направлениллӗ литтераттурӑ теҫҫӗ.
Наттурӑ — лат. — 1) Ҫыннӑн, йе йапалан ӑшенчи пурлӑхӗ, сӑмахран: тырӑ наттурӗ — тыррӑн тутлӑхӗ (пӗр тырах кӑшҫул аван, кӑшҫул начар наттурӑллӑ пулат); ҫын наттурӗ — ҫын кӑмӑлӗ, унӑн характӗрӗ. 2) укҫа вырӑнне паракан кирлӗ йапаласем (пӗр-пӗр ӗҫ тунӑшӑн укҫа вырӑнне тырӑ, тумтир, йе урӑх йапала парсан — ӗҫленӗшӗн наттурӑпа панӑ теҫҫӗ).
Натси — лат. — Пурӑнӑҫ йӗркисем-йӑлисем пӗр пек, пӗр йӑхран тухнӑ, пӗр вырӑнта пурӑнакан, пӗр чӗлхепе калаҫакан етемсен ушкӑнӗ.
Натсионалис — Хӑй натсишӗн анчах тӑрӑшакан, ытти натсисене кӗҫӗне хуракан.
Натсионалисатси — Ҫӗр вӑрмансене, хапрӑк-савӑтсене, йе урӑх мӗне те пулин патшалӑх аллине илни.
Натсионалисӑм — Пуршуаҫин политтиккӑ вӗрентӳйӗ: харпӑр хӑй натсишӗн анчах тӑрӑшша, ытти натсисене хӑйне пӑхӑнтарма хушать.
Нашатӑр — Шӑршлӑ минерал, — емелсем тунӑ ҫӗре, сӑрӑсем ҫине, тӑхланпа шӑратса ҫыпӑҫтарнӑ ҫӗре кайать.
Налок — Куланай.
Наротниксем — Каппитталисӑм малалла кайса пыни йала тивмест, йалти хресчен опчӗстви ҫаплипех йулмалла тесе шухӑшлакансем; политтиккӑ парттисенчен ҫавӑн пек есерсем шухӑшлаҫҫӗ.
Наротовольтсӑсем — „Народная Воля" йатлӑ револьутсиллӗ парттин членӗсем. Вӑл партти 1879-мӗш ҫулта пуҫланса кайнӑ, патша ирӗкне террӑрпа пӗтерме тӑрӑшнӑ; патша правиттӗлстви ӑна 1880-90-мӗш ҫулсенче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Нуль — лат. — Нимӗн те ҫуккине кӑтартакан чихвӑр — 0.
Некаттив — хран. — Хоттокрахвинче — ҫутта сисекен кантӑк ҫине ӳкнӗ сӑн; некаттив ҫине пур йапала сӑнӗ те кутӑнла ӳкет: хура вырӑнсем — шурӑ, шурӑ вырӑнсем — хура ӳкеҫҫӗ.
Некӑрсем — Ахриккӑра пурӑнакан хура ӳтлӗ халӑх.
Некролӑк — крек. — Вилнӗ ҫынна асӑнса, унӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен, йе ӗҫӗсем ҫинчен кӗскен каланӑ сӑмах, йе ҫырнӑ хут.
Нехтӑ — арап. — Ҫӗр айӗнчен тухакан ҫу майлӑ шӑршлӑ йапала; нехтӑран нумай тӗрлӗ йапаласем пулаҫҫӗ: кӑраҫҫин, пенҫин т. ы.
Нервӑ — лат. — Пуҫ, йе ҫурӑм миминчен пӗтӗм ӳтпӗве сарӑлакан ҫинҫе миме ҫиппи; нервӑсем систерекен йышши, хускатакан йышши пур. Куҫри, хулхари, сӑмсари, ҫӑварта вӗхлери нервӑсем кашни ҫутта, сасса, шӑрша, тутлӑпа йӳҫҫе пуҫ мимине систерсе тӑнӑран ҫын курать, илтет, шӑршлать, йӳҫҫе-тутта сисет. Ҫынна алӑран йӗпӗле сасартӑк чиксен систерекен нервӑ пуҫ мимине ыратни ҫинчен систерет пуҫ мими хушнипе хускатакан нервӑ алла хӑвӑртрах туртса илтерет. Алӑри нервӑсене хул тӗпӗнчен пурне те татса тухсан, алли сывах, лайӑхах пулсан та, алӑ нимӗн те пӗлми, хускалайми пулать, вилет.
Нейтралиттет — хран. — Тавлашуна хутшӑнманни; икӗ патшалӑх вӑрҫаҫҫӗ пулсан, виҫҫӗмӗшӗ вӗсен вӑрҫине хутшӑнашшӑн мар пулсан, — ӑна нейтралиттет тытать теҫҫӗ.
Никилис — Никилисӑма хапӑл тӑвакан. Никилис чипӗ — Туркенӗвӑн „Ашшесемпе ачисем" йатлӑ романӗнче — Пасарӑв.
Никилисӑм — лат. — ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулсенчи вырас литтераттурӗ вӗрентнӗ шухӑш: реликине, ҫемйе йӗркисене, хӗрарамсен йӑвӑр пурӑнӑҫне, патша йӗркине пӗтерешшӗн тӑрӑшнӑ. Сотсиалисӑмпа килӗшӳллӗ пулнӑ пирки, револьутси валли никилисӑм нумай ҫынсем хатӗрленӗ.
Никкӗл — ним. — Кӗмӗл майлӑ ҫутӑ меттал, тӗрлӗ вактӗвек йапаласем тума, йе урӑх метталсене ҫутатнӑ ҫӗре кайать.
Ноттӑ — лат. — 1) Мусӑкра — сасӑн ҫинчӗшӗпе пысӑккӑшне кӑтартакан паллӑ. 2) йут патшалӑх правиттӗлствине пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен ҫырса панӑ охвитсиаллӑ хут.
Номӗр — лат. — 1) Пӗр-пӗр йапалана ытти йапаласем хушшинче кӑш вырӑнта тӑнине кӑтартакан паллӑ; 2) шут йӗрки палли: кӗнеке-ҫырусем ҫинче „№" паллӑпа кӑтартаҫҫӗ. Нормӑ — лат. — Виҫе, йыш, пӑравӗлӑ, йурӑхлӑ. Ҫимӗҫ норми — шӑп кирлӗ таран, ытлашши те мар, сахал та мар, ҫийес хисеп. Пухусене суйлас нормӑ (претставиттӗлствӑ норми) — мӗнле йыш миҫе ҫын суйлас виҫе, пӑравӗлӑ.
Нойапӗр — лат. — Ҫулталӑкӑн 11-мӗш уйӑхӗ — чӳк уйӑхӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 22:06:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4271 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем